Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Сидоров Николай Иванович


Сидоров Николай Иванович — чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи. 1963 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Тӑвай районӗн Йӑнтӑрччӑ ялӗнче ҫуралнӑ.

Чыславӗсем

Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауриачӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ.

1989 ҫултанпа СССР ҪП пайташӗ.

Кун-ҫулӗ

Тӑвайри вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетенче ӑс пухнӑ.

Тӑвай район хаҫатӗнче ӗҫленӗ.

2007 ҫулта «Чӑваш Ен» ПТРК учрежденипе сутлашнӑ — тӳресем автор прависене пӑснӑшӑн телерадиокомпанине 1 миллион та 300 пин тенкӗ ытла тӳлеме хушнӑ.

Пултарулӑхӗ

Литература ӗҫне 1986 ҫулта пикеннӗ. Пӗтӗмӗшле 50 яхан пьеса ҫырнӑ.

Унӑн чылай пьесисене республика театрӗсенче лартаҫҫӗ.

Паллӑрах пьесисем:


 
Категорисем: Сидоров Николай Иванович

Тулли верси :: Статья каҫми
immediate-vortex.com